Самана

Page 1

2-мĕш стр.

3-мĕш стр.

Михаил Игнатьев кулăш кĕнеки кăларнă

Укçашăн антăхакан тăван амăшне сутнă

2015 ç. 3-мĕш № Владимир Путин Президентăн халăхшăн тăрăшса кăларнă чи пĕлтерĕшлĕ Указĕ - «Чăваш Республикин Пуçлăхне Игнатьева хăй ирĕкĕпе отставкăна ярасси». Аса илтеретпĕр, Михаил Васильевич пирĕн республикăна 2010 çултанпа ертсе пычĕ. Анчах та саккун ыйтнă пек хăй тивĕçне вĕçне çитиччен йĕркеллĕ пурнăçласа пыраймарĕ. Полномочисем вĕçлениччен 3 уйăх юлсан хăйне ĕçрен кăларма ыйтса Путина заявлени çырса пама тиврĕ унăн. Михаил Игнатьев халĕ Чăваш Республикине вăхăтлăха кăна ертсе пырать, малашне ĕçлеме вара унăн нимĕнле шанс та çук. 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлавра паллă политиксем Игнатьев çĕнтереймест тесе шутлаççĕ. Калăпăр, Раççей политологĕ Дмитрий Орешкин РБК телеканалта эфира тухса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче Михаил Игнатьев çĕнтересси питĕ иккĕленÿллĕ тесе пĕлтерчĕ. Мĕншĕн-ха нумайăшĕ çак суйлавра Игнатьев намăс курса выляса ярать теççĕ? Çапла шутлама сăлтав пит нумай.

МИХАИЛ ИГНАТЬЕВА - ОТСТАВКĂНА! СУЙЛАВÇĂСЕН 9 ПРОЦЕНЧĔ ÇЕÇ ИГНАТЬЕВШĂН САСĂЛАСШĂН

М. Игнатьев республикăна ертсе пынă вăхăтра çынсем ăна еплерех хакланине пĕлес тесе ыйтăм (опрос)ирттернĕ. (http://u. to/29c9DA) Хурав панă чухне 4 вариант сĕннĕ: «Лайăх», «Нимĕнле те», «Япăх», «Питĕ япăх». Мĕнле хак панă-ха халăх Чăваш Ене 4 çул ытла ертсе пыма хăтланса пăхнă çынна?Тÿрех каламалла – паянхи влаçшăн ним савăнмалли çук. Камăн лар-

са, камăн выртса макăрмалла! Чи малтан Игнатьевăн…Ыйтса пĕлнĕ çынсен 36 проценчĕшĕн Тăманакасси Мишши те пур, те çук - пирĕншĕн çавах тенĕ. Халăхăн 31 проценчĕ Чăваш Ене ертсе пынă этеме «япăх» хак панă. Çынсен 24 проценчĕ вара Игнатьев ертсе пынă вăхăта республикăшăн «питĕ япăх» çулсем тесе шутлать. Халĕ вара - чи интересли! Пĕлетĕр-и? - Михаил Игнатьева йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă пуçлăх тесе халăхăн 9 (!) проценчĕ çеç йышăнать, «лайăх» хак парать! Акă вăл – ăçта чăнлăх!

ШУХĂШ НИМЕ ТĂМАН ПУÇЛĂХСЕМ ХАЛĂХА УРА ХУРАÇÇĔ Чăваш Енре халăхăн пурнăç шайĕ Раççейри ытти регионсенчипе танлаштарсан самай юлса пырать. Кунта промышленноçа , ял хуçалăхне аталантарассипе тĕллевлĕн ĕçлени пачах та курăнмасть.Тутар, Пушкăрт, Мордва тата ытти республикăсенче В.Путин Президентăн çĕр-шыв экономикине аталантарас енĕпе лартнă задачисене пурнăçлама вырăнти наука, инженерипе техника ресурсĕсене хутшăнтараççĕ. Чăваш Республикинче вара экономикăна, прикладной наукăсене ÿсĕмлĕн аталанма пулăшмашкăн кунти вăйлă предприятисен финанс хăвачĕпе те усă курма пĕлмеççĕ. Чăваш çĕрĕ çинче ĕмĕртенпех ĕçчен те ăслă-тăнлă халăх пурăннă. Анчах та пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлмен пуçлăхсем ăна йĕркеллĕ аталанма чăрмантараççĕ. В.Тихонов, СССР тата РФ патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ сотрудникĕ, отставкăри генерал-майор. Plate: (C M Y K )

Игнатьевшăн Чăваш Республикинче 9 процент кăна сасăласшăн! ВĂЛ ХĂЙ ГЛАВА ПУЛАСШĂН МАР, АНЧАХ… Шанчăклă çăлкуçсем тата тепĕр питĕ интереслĕ факт пирки пĕлтереççĕ. Çывăх юлташĕсем каласа панă тăрăх, Михаил Игнатьев хăй те Чăваш Республикине урăх ертсе пырасшăн мар. Сентябрьти суйлава хутшăнас кăмăлĕ те пулман иккен унăн. Анчах та Мускаври темĕнле олигархсем Игнатьева вăйпах хистесехăратса Чăваш Ен Пуçлăхне

ларма хушнă имĕш! Михаил Игнатьев паян хăй те малашне мĕн тумаллине пĕлмест. Кунĕн-çĕрĕн пуçне ватать – мĕн тумалла? Суйлав кампанине вăйпах хутшăнма тивнĕрен халĕ Игнатьев кунĕ-кунĕпе ялсемхуласем тăрăх чупать – халăх тунă ĕçе хăй пурнăçланă пек кăтартма тăрăшать. Анчах пĕлет вăл, чухлать хăй те – халăха нимĕнпе те улталама çук. Михаил Игнатьев сентябрьти суйлавра çĕнтереймесси пирки питĕ лайăх ăнланать пулсан та ним те тăваймасть – Мускаврисем каçармаççĕ.

ИГНАТЬЕВ ÇĔР УЛПУЧĔ МАР-И? Пирĕн Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕлĕкхи улпутсем пек çĕр нумай тытса тăрать теççĕ. Тĕрĕсех-и ку? В.Уткин, Комсомольски районĕ

ЫЙТУ - ХУРАВ Михаил Игнатьев çинче 50.599 тăваткăл метр çĕр лаптăкĕ шутланса тăрать. Унсăр пуçне арăмĕпе иккĕшĕн тата 3 çĕр участокĕ пур – 2.000, 5000 тата 623 тăваткăл метр лаптăк йышăнаканнисем. Çапла, çаксене кура Игнатьева çĕр улпучĕ теме те май пур. Тата пĕлтĕр ăна республика пуçлăхĕн пуканне ăшăтса ларнăшăн бюджетран 3 миллион та 606 пин укçа тÿленĕ. Апла чăн-чăн улпут сирĕн Игнатьевăр.


2

ИГНАТЬЕВ МЫСКАРИСЕМ

САМАНА

#3 (03) 2015 ç.

ЧĂВАШ ХУШШИНЧЕ ÇĔНĔ БРЕЖНЕВ ÇИТĔННĔ Е ЙĂКНАТЕВ КĔНЕКЕ КĂЛАРНĂ – КУЛСА ВИЛЕН :) Совет саманинчи вилĕмсĕр Генсек Леонид Брежнев кăкăр тулли орден-медаль çакса çÿренипе асра юлнăччĕ. Тата «Малая земля», «Целина» йышши кĕнекесем çырса чапа тухнипе те нумайĕшĕ ăна астăвать. Анчах кайран çав кĕнекесене Генсек хăй мар, ятарласа тара тытнă çынсем çырни паллă пулчĕ. Брежневран тĕслĕх илнĕ чăвашсем хушшинче унччен пулманччĕ те халĕ акă тупăннă. Кам тетĕр-и? Ара, хăй, Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕн чăвашĕ Михаил Игнатьев! Унччен пĕр хушă вăл Чăваш Республикине те ертсе пычĕ. Нумаях пулмасть ăна Владимир Путин отставкăна ячĕ те халь тепĕр хут Кăлава пулассишĕн чупса çÿрет, апăрша ачи. «МЫСЛИСЕМ» ХĂЙĔНЕХ-ШИ - Е КОНОВАЛОВПА БУЛАНКИНĂН? Хайхискер, çак Михаил Игнатьев та, Брежневран юлас мар тесе, çынсене тара тытсах кĕнеке кăларнă. Вырăсла тухнă «шедевр» шайне лармалли çав кĕнеке, «Мысли в слух» ятпа. Игнатьева кĕнеке çырса паракансен йышĕнче – «Хыпар» хаçатра ĕçлекен Николай Коновалов, «Чебоксаркие новости» хаçат редакторĕ Лариса Буланкина, пĕр

вăхăртах хуçан фотографĕ тата предпринимательсен прависене хутĕлекен уполномоченнăй пулса ĕçлекен Владимир Иванов, Мускавран Игнатьева Кăлавана ларма пулăшмашкăн ятарласа килнĕ Алексей Завадских, хуçан пресссекретарьши Светлана Каликова. Эх, мĕнле мĕкĕçленсе тапаçланнă пуль çак юлташсем Михаил Игнатьевшăн тарла-тарла! Пурте йĕркеллех пулсан вĕсем хуçипе пĕрле Патшалăх премине те илеççĕ пуль, иçмасса? Брежнев хăйĕн кĕнекисемшĕн илнĕччĕ. ÇАМРĂКСЕМ МĂШКĂЛАНĂ … КĂЛАВАРАН М.Игнатьев хăйĕн пĕрремĕш кĕнекипе мухтанма интернет ачисене - блогерсене - Шупашкар районĕнчи пĕр кÿлĕ хĕрне пухнă. Çитерсе-ĕçтерсех хăналанă хайхискерсене, анчах та лешсем – «неблагодарнăйсем» - тепĕр кунне Тăманакасси Мишшин «Мысли в слух» кĕнекине мухтас вырăнне интернетра веç хурласа пăрахнă. Ара, çав интернет чурисене – блогерсене – ăнланма пулать. Чăваш Брежневĕн – Игнатьевăн - кĕнекинче вичкĕн куçлă, тăнлă пуçлă çамрăксем купи купипе йăнăш тупнă. Ай,тур-тур!!! МĕнлеPlate: (C M Y K )

ха апла вара çавнашкалах «лохануться» тумалла пулнă Игнатьевăн? Ахаль-махаль çын мар-иç - целый Чăваш Кăлави! ЭП КĂЛАВАНА ЛАРСАН ÇЕÇ АЙДАКА ХИСЕПЛЕМЕ ПУÇЛАРĔÇ Тăманакасси ачи пĕчĕкренех суйма маçтăр пулнă теççĕ пĕлекенсем. Хальхинче те киревсĕр йалана пăрахман вăл. «Мысли в слух» кĕнекен 29-мĕш страницинче Игнатьев 1999 çулччен Шупашкар районĕнче шыв та пулман тет. Васпати! Мĕнле пурăннă-ши вара çынсем унччен? 41-мĕш страницăра вара вăл «эпĕ Кăлавана ларсан çеç республикăра Аркадий Айдака хисеплеме пуçланă» тесе ĕнентерет. Ма суймалла ĕнтĕ? Айдак совет самани вăхăтĕнчех пĕтĕм Совет Союзĕпе паллă çын пулнă. Ăна СССР Верховный Совечĕн депутатне суйланă, ăна тĕнчипех хисепленĕ, пĕлнĕ. ИГНАТЬЕВ КИЛСЕН ВАТ ÇЫНСЕМ ЫТЛАРАХ ВИЛМЕ ПУÇЛАРĔÇ 68-мĕш страницăра Игнатьев Чăвашри демографи лару-тăрăвĕпе мухтанать. Мĕн мухтанмалли-ши? «2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ 2,2% ÿснĕ. Тата вилекенсен йышĕ çуралаканнисенчен 3,6 % нумайрах», - каласа парать Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова. 85 çултан аслăрах çынсем Игнатьев влаçа килсен 1,3 хут нумайрах вилме пуçларĕç! Министр çапла калать пулсан – ĕненмеллех! Елчĕкпе Комсомольски районĕсенче пурăнакансен Патшалăх Канашĕнчи депутачĕ Петр Краснов та тĕлĕнет: «Марисем, удмуртсем, ытти регионсенче ватă çынсем

çавнашкал йышлăн вилмеççĕ, мĕншĕн пирĕн патра апла, хам та пĕлмес». Çав вăхăтрах Игнатьев Кăлава кашни кĕтесре «эпир ватă çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тем те тăватпăр» текелесе çÿрет. Суять! Чăваш çав тери ухмах тет-ши? ЗАВОДСЕМ ĔÇЛЕМЕÇÇĔ, ИГНАТЬЕВ ТĂВАНĔСЕМ ПУЯÇÇĔ Мĕн каласси пур ĕнтĕ – пирĕн республикăра вăйпитти çынсем те йĕркеллĕ ĕçлесе илеймеççĕ. Ĕç укçи енĕпе чăвашсем Раççейре те, Атăл тăрăхĕнче те чи кайра мĕкĕлтетсе пыраççĕ. Игнатьевшăн чи малта - тăванĕсем, кумĕсем, вĕсемшĕн ытларах тăрăшать. Тĕрмере 6 çул ларнă тăван пиччĕшне - Санькка Игнатьева - пысăк укçа çине «Чувашавтодора» вырнçтарнă. Мĕн тума кирлĕ ăна хура халăх?! Шупашкарти трактор завочĕ, агрегат завочĕ хупăнчĕç, чукун çул çинче ĕçлекенсене кăлара-кăлара ячĕç. Мĕнпе те пулин пулăшрĕ-и ĕçсĕр юлнă çынсене Миахил Игнатьев? Шиш! ШУР АТĂЛТАН ШĂРШЛĂ ШУРЛĂХ ТĂВАС ТЕТ ВĂЛ «Мысли в слух» кĕнекен 152мĕш страницинче Шупашкар ГЭСĕнчи хальхи шыв шайĕ 65 метр тесе çирĕплетнипе Игнатьев ниме юрăхсăр пуçлăх пулнине питĕ лайăх кăтартса парать. Миçе çул ĕнтĕ Атăлти шыв шăршланса ан кайтăр тесе ăна паянхи 63 метран 68 метр çÿллĕшне хăпартасси пирки çапăçаççĕ, Игнатьев вара çавна та пĕлмест. Тĕлĕнсе каймалла «Глава Чувашии» пирĕн Игнатьев! Çулĕпе Брежнева çитме иртерех пекха, анчах ăсĕпе халех ватăлса çитнĕ пек туйăнать. Тин кăна тата Мускавран лайăх мар хыпар çитрĕ: Раççей правительстви Шупашкар тĕлĕнчи Атăл шайне халăх ыйтнă пек 68 метр хăпартма килĕшмен. Чулхулапа Мари Эл хуçисем Мускав-

рисене ÿкĕте кĕртме пултарнă – Шупашкар ГЭСĕ 63 метрлă шыв шайĕпех юлчĕ ĕнтĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕнче юлас тесе, оли-

гархсемпе пĕр шухăшлă пулса шур Атăлтан шăршлă шурлăх тăвас çул çине тăчĕ. Аслă юханшыва упраса хăварас вырăнне республикăна ертсе пыракансем ăна тĕп тума ирĕк паракан документсене ала пуссах çирĕплетнĕ. Тĕлĕнсе хытса каймалла. Совеçĕ те юлман-ши çав Игнатьевăн? Кунсем иртĕç, çулсем иртĕç, анчах чăваш халăхĕ авалтан сума суса пурăнакан Атăл-аттерен мăшкăлласа шăршлă кÿлĕ тăвас çул çине тăнăшăн нихăçан та каçарас çук! Çавна манса ан кайăр, Михаил Васильевич! ПРЕДСЕДАТЕЛЕ СУЙЛАСАН 3 КУН КИЛТЕ ПЫТАНСА ПУРĂННĂ Республика Пуçлăхĕ пулассишĕн çунаканăн кĕнекинче анекдот манерлĕ япаласем те пайтах. Михаил Игнатьева хăйне ялĕнче колхоз председательне суйласан вăл 3 кун ĕçе тухмасăр килĕнче пытанса пурăннă иккен. Парти райкомĕнченех шырама килнĕ çухалнă çĕнĕ колхоз председательне. Те кулмалла ун пек çынсенчен, те хĕрхенмелле вĕсене? «Мысли вслух» кĕнекери чи вăйлă япала вара Михаил Игнатьев çурран юр тăрăх арăмĕпе ĕрĕхсе чупни çинчен каласа пани пулĕ, тупата. «РФ Патшалăх Канашĕн ĕçне хутшăнма эпир арăмпа Мускава кайма тухрăмăр. Анчах та çав кун Мускавра пăрлă çумăр çуса лартнă та поезд кашни станцире чарăнма пуçласа кайрĕ. Эпир Мускава графикран 4 сехет ка-

ярах юлса çитсе пыраттăмăр. Патшалăх Канашĕ вара 13 сехетре пуçланмалла. Мĕн тумалла? Арăмпа поездран антăмăр та яра патăмăр пăрпа виттĕннĕ юр тăрăх. Эх чупатпăр çав иккĕн – пушмаксене веçех чĕрсе-çĕмĕрсе пĕтертĕмĕр. Çапах та эп ĕлкĕртĕмех - канашлу пуçланиччен 5 минут юлсан чупса кĕтĕм. Сăмах май, çĕнĕ пушмакпа», - каласа парать хăйĕн чаплă кĕнекинче Игнатьев. Чăннипех те вăйлă вĕт Тăманакасси Мишшин «Мысли вслух» кĕнеки? Çын тĕлĕнсе каймалла, çапла-и? 50 пин тиражпа кăларнă Игнатьев шухăшĕсемпе паллашма, тен, пурин те май килмĕ те «Самана» вулаканĕсене кунта çутта кăларас терĕмĕр. Унтри Иванов, Шупашкар.


#3 (03) 2015 ç.

ХĂРУШĂ ИГНАТЬЕВ

САМАНА

3

УКÇАШĂН АНТĂХАКАН ТĂВАН АМĂШНЕ СУТНĂ…

Кунта «Химпром» вĕлернĕ çынсем выртаççĕ.

Фото: Константин ИШУТОВ.

Ку хыпар республикăра пурăнакансене кăна мар, пĕтĕм çĕр-шыва хумхантарсатарăхтарса ячĕ. Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Игнатьев шутсăр тăрăшнипе Чăваш Енре тата тепĕр хими завочĕ тума пуçласшăн иккен! Ахаль те сывлăх енчен япăхлансах пыракан чăваш халăхне çапла мăшкăл кăтартасшăн çунакан çынна мĕн каламалли юлать ĕнтĕ? Намăс, Михаил Васильевич! Укçашăн антăхса тăван аннÿне те сутса яратăн! ХИМЗАВОД ЛАРТСА ПАРАÇÇĔ … ЧĂВАШСЕМ ИГНАТЬЕВА СУЙЛАСАН 2019 çул тĕлне «Группа Оргсинтез» (Виктор Вексельберг олигархăн «Ренова» корпорацине кĕрет) тата китайсен «SichuanBeier и SichuanLutianhua» компанийĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче хими имçамĕсем кăларакан завод туса лартма йышăннă. Глифосат йышши хăрушă наркăмăша чăваш çĕрĕ çинче çулталăкне 30 пин тонна кăларма тытăнасшăн. Çĕнĕ завод тума кунти олигархсемпе китаецсем 2 миллиард доллар хывма палăртнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă тăрăх, укçа йÿнелсе кайнăран Китая пирĕн çĕр-шывра сутма тупăшлах мар иккен халĕ. Çавăнпа та хĕсĕк куçлă ăслă азиатсем хăйсен завочĕсене Раççейе илсе тухма шутланă. Тата ахаль йышшисене те мар – шăпах этем сывлăхĕшĕн хăрушшисене. Министр пысăк кăмăлпах китайсем 20162017 çулсенче çĕнĕ химзавод тума пуçăнасси пирки пĕлтерчĕ. «Группа Оргсинтез» компанирен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре тума пуçлакан çĕнĕ химPlate: (C M Y K )

завод Раççей умĕнчи нумай проблемăна татса пама тивĕç. Уйри çум-курăка пĕтернĕ çĕрте усă куракан глифосата халиччен çĕр-шыв тулашĕнчен кÿрсе килнĕ. Малашне вара ăна кунта кăларма пуçласан çак наркăмăшпа Раççейе кăна мар, пĕтĕм СНГна тивĕçтерме тытăнасшăн. Анчах наркăмăш кăларакан çак çĕнĕ завод Чăваш Ене укçаран ытла рак йышши тĕрлĕ чир-чир кÿресси халех паллă. ТАВАХ, МИХАИЛ ВАСИЛЬЕВИЧ, ПИРЕ МАСАР ÇИНЕ ХĂВĂРТ ĂСАТНĂШĂН! Китайсем хăйсен çĕнĕ заводне Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» территорийĕнче вырнаçтарасшăн. Кун пирки Раççейĕпех пĕлтерчĕç. 2015 çулхи март уйăхĕнче Рак чирĕсене тĕпчекен пĕтĕм тĕнче агенстви глифосат этем организмĕшĕн канцероген пулнине тупса палăртнă. Рак, астма, чĕре чирĕсемпе питĕ нуша куракансен Михаил Игнатьева çакăн пек «çутă» малашлăхшăн тав тумалли çеç юлать. «Тавах, Михаил Васильевич, - тейĕç вĕсем, - пире чиртен хăтарса часах масар çине кайса выртма пулăшнăшăн!». Сергей Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Аякран укçа килни – лайăх япала. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăнни те аван. Анчах та малашне кунта хваттер туянакан тата кунтах тĕпленсе пурăнас кăмăллă çамрăксем тупăнасси питĕ иккĕленÿллĕ. Пирĕн Çĕнĕ Шупашкарта татах хăрушă хими завочĕ хута каясси пирки

пĕлсе-тăрса вĕсем аякка тухатуха кайĕç. Мĕнле пурăнмалла кунта? Пĕтĕм тасамарлăх Çĕнĕ Шупашкарта. Химзавод – кунта, шăк-пăх тасатмалли сооруженисем - кунта, ТБО полигонĕ – каллех кунта!». Игорь Моляков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Халăх, чăвашсем, куçăрсене уçсамăр! Китайри хими завочĕ сирпĕннĕ хыççăн мĕн пулнине куртăр-и? Хăрушă вĕт-ха. Çĕрçĕр çын аманнă, вилнĕ. Взрыв эпицентрĕ вуншар километра тăсăлнă. Ку вăл халь куçа курăнаканнисем анчах-ха. Ăçта вара Аврелькин министрпа Михаил Игнатьев шантаракан

Липецкра италянецсем чаплă холодильниксемпе ытти техника кăлараççĕ, Чăвашра вара тепĕр химзавод лартса пестицид кăларма шутлаççĕ. Чăвашсем каллех хăйсен сывлăхне «кăлпассипе» улăштараççĕ. Хăçан тăн кĕретши çак халăха? Кам калать?!». Михаил Яруткин, Çĕнĕ Шупашкар хули: «Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче темĕн те тÿссе нуша куракан Çĕнĕ Шупашкара чăннипех те шел. Кăçал 55 çул тултаракан хулара пурăнакансем «Химпромра» час-часах пулса иртекен аварисене пурне те астăваççĕ, ытлашши шăв-шав кăлармасăр, шăпăрттăн вилекен ашшĕсемпе упăшкисене пытарнисене те манса кайманха. Ун чух вĕсем мĕнле вилни пирки те кухньăра çеç калаçкалатчĕç. Влаçсем яланах пире хулара сывлăш нормăра, фон йĕркере тесе каласа лăплантаратчĕç. Çавал çывăхĕнчи юманлăх вара хăрсахМихаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг иккĕшĕ чăваша химипе тĕп тăвасшăн хăрсах пыратчĕ, ю х а н ш ы в ĕ те сăрăхса хальхи йышши хăрушсăр тех- –шăршланса ларчĕ. Халĕ те нологисем? Ман шутпа Чăваш куç умĕнче: ирпе шкула кайнă Ен пуçлăхĕсене пурăнма Хим- чухне хлор шăрши кĕрекен прома куçарса килмелле». тĕтре витĕр утаттăмăр. Тĕтри Нина Васильева, Канаш вара питĕ çăраччĕ, çĕр çийĕпе районĕ: метр çурă çÿлелле йăсăрланса «Чăваш пулсан та Игнатьев хăпаратчĕ. Кашни кун тенĕ пеçичĕ ютран та хăруша çын ик- кех çаплаччĕ. Ман паллаканкен вăл! Пăх-ха, мĕн шутла- сен тата вĕсен ачисен пурин те са тупнă çак – хими завочĕ тенĕ пекех астма, аллерги талартса халăха тĕп тăвасшăн. та темĕн йышши чир. Халь ак Укçаран шăршă кĕмест теççĕ тата Игнатьев Китайран химте – ку укçаран вара ешо как завод илсе килсе лартасшăн. кĕрĕ! Темшĕн Калугăра инве- Ман сăмах çитмест… сторсем автозавод лартаççĕ, С.БЕЛОВ


4

САМАНА

ИГНАТЬЕВ ТĔЛĔНТЕРМĔШĔСЕМ

ВрИОна УРĂХХИПЕ УЛĂШТАРАÇÇĔ?

ÇĔРПŸ КĔПЕРĔ ПУРНЕ ТЕ НУША КĂТАРТАТЬ

Çавал юхан-шывĕ урлă выртакан Çĕрпÿ кĕперĕ хăçантанпа халăха нуша кăтартать ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсене пула каçă умĕнче кунсерен пин-пин машина кĕпĕрленет, çитес çĕре вăхăтра çитеймест. Республикăра пурăнакансем те, хăнасем те мăран строительсене мĕн каласа кăна вăрçмаççĕ пулĕ. «Правда ПФО» пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи август уйăхĕнче хута каймалли çĕнĕ кĕпер хăçан уçăласси те паллă мар иккен. Михаил Игнатьев вара Çĕрпÿ кĕперне кăçалхи сентябрĕн

#3 (03) 2015 ç.

1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерсе телейлĕ суйлавçăсем унăн тăрăх уншăн суйлама шик шăхăрса кайĕç тесе сăмах панăччĕ. Кĕпер тăвакан «Башкиравтодор» предприяти Игнатьев пуçарăвне те ăнланман, те ăнланас темен. Пĕр сăмахпа, хисепĕ çук çынна хисеплемен строительсем. Халăх вара мĕнпе айăплă? Игнатьева пула тата мĕн чуль нушаланмаллиши машинпа Çĕрпÿ кĕперĕпе çÿрекенсен? В.Филиппов Фото: «Правда ПФО»

ЫЙТУ - ХУРАВ

ЧĂВАШРИ ÇĔРСЕНЕ БУЙВОЛПА СУХАЛАМА ПУÇЛАСШĂН

Игнатьев ВрИОна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма «Справедливая Россия» партирен кандидата тăнă Олег Николаев телевиденипе эфира тухса куçа-куçăн калаçăва чĕннĕ. Ара, чăн та, кандидатсем вăл е ку ыйтупа мĕн шутланине, ăна мĕнле татса пама пулнине кура суйлавçăсем иккĕшне танлаштарса хак пама пултараççĕçке. Тавлашура чăнлăх çуралать теççĕ вĕт. Демократи вăхăтĕнче «теледебаты» текен передачăсем экрансен умне миллионшар çынна пуçтаратчĕç. Тĕрĕслĕх шыраса кандидатсем пĕр-пĕрне тÿнккени те пулнă. Михаил Игнатьев çавнашкал передачăна хутшăнма килĕшмесси каламасăрах паллă. Республикăри пурнăç шăпах вăл влаçа килсен ытла йĕркесĕрлĕнсе кайрĕ-та-ха. Тÿрремĕн эфира тухсан хăйне майсăр ыйтусемпе тÿнккесе пĕтерессе лайăх ăнланать. Игнатьева çывăх çынсем ларутăрăва çапларах ăнлантарнă: «Кам Игнатьев та, кам вара Николаев – ахаль депутат. Уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пек. Вăт халь шутлăр. Иккĕш хире-хирĕç ларса телеэфира тухрĕç-тĕк, Игнатьев çĕнтерчĕ-тĕк – çакна куракансем йĕркеллĕ йышăнмалла. А-аа, мĕн вара вăл – темĕнле депутата

шеплеттерчĕ, тейĕç. Енчен те Николаев Игнатьева çĕнтерчĕ пулсан – пĕтрĕ пурнăç вара! Çурăлса каймалла намăс пулать. Николаева пит кирлĕ пулсан кайтăр ав Шурчанов патне, ларччĕр иккĕш

тавлашса. Пирĕншĕн çавах кам 2-мĕш вырăна тухать». Шанчăклă çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх тĕрĕссипе Михаил Игнатьевăн суйлав штабĕ вĕсен кандидачĕ сентябрĕн 13мĕшĕнче çĕнтереймессе лайăх пĕлсе тăрать. Çавăнпа халĕ Игнатьев команди пикенсех 2 –мĕш тура хатĕрленет. Анчах та экспертсем пурте тенĕ пекех Игнатьев 2-мĕш турта 10 % ытла пуçтараймасть тесе шутлаççĕ. РФ Президенчĕн Администрацийĕ сентябрĕн 13мĕшĕнчи сасăлавра мала тухаймасан 2-мĕш турта Игнатьева урăх кандидатпа улăштарас шухăшли паллă. А.Леонтьев

ИНКЕК

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ЧУНСĂР ÇЫНСЕМ ÇАВ «ЕДИНАЯ РОССИЙĂРА»!

Чăваш радиовĕпе республикăри усă курман çĕрсене китаецсене парасси çинчен калаçкаларĕç. Михаил Игнатьев вĕсене кунта илсе килессишĕн пит çунать имĕш. В.Смирнов, Елчĕк районĕ Чăн та, М.Игнатьев Китай инвестицийĕсене Чăваш Ене илсе килес тĕллевпе вĕсене çĕр парасси пирки пĕрре кăна каламан. «Эпĕ хам Китайра пулса та вĕсем мĕнле ĕçленине те курса. Çирĕплетсех калама пултаратăп – питĕ ĕçчен халăх, - терĕ радиоинтервьюра Михаил Игнатьев. – Вĕсем çĕр çинче техникăпа ĕçлеççĕ, хăш-пĕр çĕрте буйволсемпе те сухалаççĕ. Китаецсем кунта килсен пире мĕнле ĕçлемеллине вĕрентĕç. Эпĕ пытармастăп, чăннипе каласан Чăваш Енре сухаламан вуншар пин гектар çĕр выртать. Атту пире уншăн вăрçкалаççĕ, халĕ çав çĕрсене Китая парсан проблема та татăлать». Игнатьевпа республикăра пурăнакансем килĕшесшĕнех мар. Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Çĕпĕрте китаецсем ĕçленĕ çĕрсем юрăхсăра тухни çинчен нумай калаçаççĕ. Химикатсемпе питĕ вăйлă усă курнăран чăн та çумкурăк ÿсмест вĕсен çĕрĕ çинче, анчах тăпра наркăмăшланнăран унта çиме юрăхлă çимĕç ÿсесси иккĕленÿллĕ. Plate: (C M Y K )

Июлĕн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрлере тĕлĕнсе каймалла чунсăрла япала пулса иртнĕ. Çын çунса вилнĕ. Ленин урамĕнчи 8-мĕш çуртра. Иккĕмĕш хутри хваттерте. Çав вăхăтра - çын нушаланса çуннă чух - çак çуртăн 1-мĕш хутĕнче «Единая Россия» парти конференци ирттернĕ, хула пухăвне хăйĕн çыннисене депутата суйланма тăратас ыйтупа пуçтарăннă. Хăрушă инкекрен çăлма партиецсем патне чупса пырса пулăшу та ыйтнă. Анчах та çулăм ярса илнĕ çынна пушартан кăларма пĕр единоросс та тухман! Çакăн пирки илтнĕ халăх «Единая Российăран» тĕлĕнсе хытса кайнă. Л.Васильев «САМАНА» Учредитель тата издатель: Э. В. Мочалов Тĕп редактор: Э. В. Мочалов РФ «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, Роскомнадзорта регистрациленмен. 27.08.2015 ç. пичете панă

Редакци адресĕ: 429537, Парк ур. 1-мĕш çурт, Ярапайкасси ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш Республики Телефон: 89063803776 e-mail: yarabay@inbox.ru Тираж: 999 экз. № заказа Типографи: 607511, ООО «Сергачская типография», Нижегородская обл., г. Сергач, пос. Юбилейный, д. 13 а, Россия, Хакĕ: тÿлевсĕр (16+)


Turn static files into dynamic content formats.

Create a flipbook
Issuu converts static files into: digital portfolios, online yearbooks, online catalogs, digital photo albums and more. Sign up and create your flipbook.