2015 ç. 2-мĕш №
МĔНШĔН ТĂМАНАКАССИНЧИ МИХАИЛ ИГНАТЬЕВШĂН САСĂЛАМА ЮРАМАСТЬ?!
Кунĕн-çĕрĕн радио-телевидени Михаил Игнатьев çинчен шавлать. Калăр-ха тархасшăн, хăш ял çынни вăл республикăна ертсе пыраканскер, мĕнпе халиччен палăрнă? Н.Смирнов, Шăмаршă районĕ. Михаил Васильевич Игнатьев 1962 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕнче (халĕ Кĕçĕн Турхан ялĕнче урам пек шутланать) çуралнă. Шупашкарти энергетика техникумĕнчен, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» электромонтерта ĕçлесе пăхнă. Комбайнер пулăшаканĕ, бригадир, ун хыççăн Шупашкар районĕнчи «Прогресс» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ. 1996 çулта ăна Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕн должноçне панă. Анчах 1999 çулта Игнатьева антарнă - Шупашкар районĕн пуçлăхне лартнă. 2002 çултан ял хуçалăх министрĕнче ĕçленĕ, 2010-мĕшĕнче президент пулма уйăрнă. 2012 çултанпа – Чăваш Ен пуçлăхĕ.
1. Чăваш Енре халăх йышĕ хăрушла чакса пырать – вăрçă вăхăтĕнчи пек! 2015 çулхи 5 уйăхра кăна республикăра 7 пин çын ытла вилсе выртнă! Пĕлтĕрхи январь-май уйăхĕсемпе танлаштарсан 500 çынна яхăн нумайрах! Çуралакансен шучĕ вара 5% чакнă! 2. Чăваш пек чухăн халăх Атăл тăрăхĕнче урăх çук. Официаллă статистика тăрăх, пирĕн республикăра уйăхне вăтамран 20 пин тенкĕ ытларах ĕçлесе илеççĕ (ăна та ĕненес килмест). Тутарсемпе пушкăртсене, марисемпе удмуртсене вара 27 пин тенкĕ таранах тÿлеççĕ. 3. 2015 çулта учительсемпе врачсен, ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ вăйлă чакса кайрĕ. Мишша Игнатьева вара пĕлтĕр пуçлăхра ларнăшăн бюджетран 3 миллион та 600 пин тенкĕ тÿленĕ. Арăмĕ те лайăх вырнаçнă унăн - 450 пин тенкĕ ытла çулталăкне илет. 4. Çывăх тăванĕсем йĕплĕ пралук хыçĕнче пулнă пулсан унашкал çынна полицие, прокуратурăна, ФСБ-на тата ытти нумай çĕре ĕçе илмеççĕ. Тăван пиччĕшĕ Александр Игнатьев тĕрмере 6 çул ларса тухнă пулин те Михаил Игнатьев Чăваш Республикине ертсе пырассишĕн тапаçланать. Кумĕсемпе пĕлĕшĕсене укçаллă вырăнсене вырнаçтарса тухрĕ пул-
сан та лешсем пĕрин-хыççăн тепри суд сакки çине кая-кая лараççĕ. 5. Шупашкар районĕнче ĕçленĕ вăхăтрах Игнатьев юрăхсăр пуçлăх пулнине кăтартса пачĕ. Хăй вăхăтĕнче республикипе чаплă хуçалăх шутланнă «Прогресс» колхоза юхăнтарса ячĕ. Кайран района ертсе пыма пуçласан унăн экономикине те антарсах лартрĕ. 6. М.Игнатьев влаçа ларсан аякра ĕç шыракансен шучĕ татах ÿссе кайрĕ. Мĕскĕн чăваш çынни – ватти те, вĕтти те – Мускава, Чулхулана, Хусана, Çĕпĕре тухса каять. 5 çул ларчĕ саркаланса – халăха йĕркеллĕ ĕçлесе илме путлĕ пĕр завод-предприяти хута яраймарĕ! 7. Коррупцие пула республика бюджечĕ чухăнлансах пырать – бюджет дефицичĕ 3 миллиард та 400 миллион тенке çитнĕ. Патшалăх умĕнчи парăм 13 миллиард тенкĕ таран ÿссе кайнă. Çав вăхăтрах Михаил Игнатьева çывăх олигархсем налук тÿлемесĕр çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх ытла парăма кĕнĕ, шик! шăхăрса кăна пурăнаççĕ. Игнатьева тата тепĕр 5 çуллăха Чăваш Республикине ертсе пыма суйласан каллех унăн кумĕсемпе пĕлĕшĕсем ахăрса пурăнасси халех паллă. Халăх татах чухăнланса пырасси те куçкĕрет! Э.В. МОЧАЛОВ.
ИГНАТЬЕВ… КАЙ!
Чăваш халăхĕн кăçалхи суйлаври чун ыратăвĕн лозунгĕ “Юр-патша майри” юмахра Кай ятлă арçын ачан чĕрине пĕчĕк çеç пăр татки тăрăннă, çапах та усаллантарса янă, çынлăхран кăларнă. Кăçалхи сентябрьти суйлавра каллех “пăр патши” пуласшăн Михаил Игнатьев чĕрине вара Шупашкарти 2 миллиард тенкĕлĕх пăр керменĕ тăрăннă! Игнатьев Кай пулса тăнă! Хура халăх пурнăçĕ куллен йывăрлансах пырать. Патшалăхра укçа çитменрен, халăхран илекен тÿлевсем пур енчен те куллен хаклан-
са пыраççĕ. Ун пек чухне ăслă ертÿçĕ савăнмалликанмалли-йăпанмалли çурт мар, производствăна аталантармалли, продукцие йÿнетмелли, халăха ĕçпе тата çăкăрпа тивĕçтермелли завод, фабрика, ферма лартмалла. Унччен пĕтĕм фабрика-заводран торговоразвлекательный центрсем туса пĕтерчĕç. Халь Михаил Игнатьев пăр керменĕсем лартать. Вĕсене тытса тăма та республика (халăх!) укçипех тытса тăмалла пулать-çке-ха! Пăр керменĕнчен тупăш кĕмест,
тăкакĕ вара – кашни çул вуншар миллион тенкĕ пулать! Дотациллĕ регионта çапла хăтланмалла-им-ха? Такама юрама е çÿлтен килекен модăна кура çеç лартнă спорт керменĕсем халăха чăннипех кирлĕ-и-ха? Ав, Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел хĕрринче лартнă çурт миçе çул ĕнтĕ пушă ларать. Миллионсене çĕр айне чиксе хунă та Игнатьев, спорта вăйлă аталантаратпăр тесе кăкăр çапать кăна! Игнатьев хывăх сапнине Путин пач та курмасть…
Тен, Игнатьев чăннипех ыранхине курса тăракан политик? Пурнăç пур енчен те хĕстернĕрен тарăхнипе вĕресе каяс патне çитсен, халăха Шупашкарти пăр керменне пухса “сивĕтме” планлаççĕ? Çакна пĕлсе тăрсах, çитес суйлавра М.Игнатьевшăн сасăлакан ухмах та тупăнĕши? Ман шутпа, Кай пулса тăнă М.Игнатьева пурте ”Кай!” теççĕ! «Кай!» темесен ухмах пулаççĕ. А.ЛЕОНТЬЕВ.
ПУТИН, ТУРĂ ПУЛ, ÇĂЛ ПИРЕ ИГНАТЬЕВРАН!
2
САМАНА
ПОЛИТИКА
СПИРТСМЕНСЕМ
ПУТИН ТА ЧИ МАЛТАН ХĂЙĔН ТУСĔСЕНЕ ИТЛЕТ Ленинградра (Петербургра) çуралса ÿснĕ, халь Мускавра бизнес çапакан нимĕç юнлă Ротенбергсем çинчен тĕп хуларан инçетри чухăн, ялан дотациллĕ регион тесе намăслантаракан Чăваш Енре калаçмалла та мар ĕнтĕ – миллиардерсен чухăн регионта мĕн ĕçĕ пултăр? Çук иккен – калаçмалли мăй таран! Пĕрремĕшĕнчен, пултаракан Ротенбергсем чухăн Чăваш Республикинче те ытлаван укçа çапма пĕлеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, сас-хурана кура, Ротенбергсем Чăваш Ен Пуçлăхне халăхăн кама суйламаллине те татса параççĕ иккен! Ах тур-тур, чăваш халăхĕн çапла намăс курмалли тата мĕн юлнă-ши? Çакăн çинчен тĕплĕнрех ăнлантарам-ха. Пурте пĕлетпĕр, 2015 çулхи сентябрĕн 13мĕшĕнче – суйлав кунĕ. Хула, район, поселени депутачĕсене суйлатпăр. Тата – Чăваш Республикин Пуçлăхне. Тĕрĕссипе, хальхи Пуçлăх Михаил Игнатьев 2010 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çеç влаçа ларнă, çавăнпа унăн суйлава хутшăнма юрамасть. Анчах та унăн влаçран тухса ÿкес килмест иккен! Çавăнпа вăл, намăса пĕлмесĕр, хăй 2015 çулхи августăн 28-мĕшĕччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕнче ĕçлеме тупа туни çинчен мансах, хăйне ĕçрен кăларма ыйтса евит çырнă. Паллах, ĕçлес темесен, çынна вăйпа ĕçлеттерме çук. Путин та М.Игнатьева отставкăна янă. Анчах та 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин çĕнĕ Пуçлăхне суйличчен камăн та пулин Чăваш Республикине ертсе пымалла вĕт-ха. Такама “временно исполняющий обязанности” лартмалла. Путин кун пек чухне Игнатьева ВрИО лартмасса та пултарать – вăл пуçлăхран хăй ирĕкĕпе тухнă вĕт! Чăваш Енре ВрИО лартма тивĕçлĕ çын çук-им? Оппозицири Андрей Кулагина е Эдуард Мочалова, чăваш наци юхăмĕнчен Николай Лукианова е Илле Иванова лартмасан та, Кремле çывăх çынсем те пайтах: “ЕдРоран” – Анатолий Князев, “Справороссенчен” – Анатолий Аксаков, “КПРФран” –Виктор Ильин... Путин кама ВрИОна лартмалла тесе шутланă чухне шăпах Ротенбергсем хутшăннă иккен: “Унта пирĕн дзюдоист пур, çавнах хăварасчĕ…”тенĕ имĕш.Путин та çынах-
çке – вăл та чи малтанах чи çывăх çыннисене итлет. Вара РФ Президенчĕ В.Путин 2015 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче М.Игнатьева ЧР Пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан пулма уйăрса лартнă. Мĕншĕн çапла хăтланнă Путин – ку унăн совеçĕ çинче. Пирĕн çĕршывра кун пек чухне суйлавра яланах “временно исполняющий обязанности” çĕнтернине вăл питĕ аван пĕлет. ВрИО аллинче влаç вăйĕ те-ха! Аяларахри пуçлăхсене пурне те хăратма пултарать, лешсем вара суйлавçăсене хăратма пултараççĕ. М.Игнатьева вара шăпах ВР.И.О. кирлĕ пулнă та. ВР.И.О. пулмасан хăйне халăх суйламассине аван чухлать шеремет ачи! ИГНАТЬЕВ РОТЕНБЕРГСЕНЕ 1 МИЛЛИАРД ТЕНКĔ СĔТЕВ СĔРНĔ ИМĔШ Халăхри сас-хурана кура вара – ăна те ĕненмелле, те ĕненмелле мар? - Михаил Игнатьев çакăншăн паллă олигарх Ротенбергсене 1 миллиард тенкĕ сĕтев (взятка) панă
#2 (02) 2015 ç. ЧĂВАШ ЕНРЕ КАМ ХУÇАЛАНАТЬ? НИМĔÇСЕМ 1941 ÇУЛТА ЧĂВАШ ЕНЕ ОККУПАЦИЛЕМЕ ПЛАНЛАНĂ. БОМБĂСЕМПĂРАХНĂ. ПĔРЕХ ТЫТСА ИЛЕЙМЕН. РОТЕНБЕРГСЕМ ВАРА ШУПАШКАРА ТУХХĂМРАХ ТЫТСА ИЛНĔ!
Предпринимательсене (пайтаçăсене) паракан кашни субсидирен, кашни заказран ытларах катса юлма пултарĕç - Раççейре “откат” питĕ модăра. “Распиливать” теççĕ иккен çакна. Кăна эпир КПРФ ертÿçи Валентин Шурчанов телефонпа калаçнине çырса илнинчен пĕлетпĕр. Ун текстне “Взятка” хаçат пичетленĕччĕ. Калаçуран çакă палăрнăччĕ: РФ Госдума депутачĕ Валентин Шурчанов та çав укçасене “распиливать” тума хутшăнать тесе шутлама пулать. Хăйне вăрăпа çаклатнăшăн тарăхнă Шурчанов вара “Взятка” хаçат редакторне экстремист статйипе айăплаттарма суда та çÿрерĕ... “Таса чунлă” коммунист та-ха Шурчанов! Шурчанов та вăрра ернĕ пулсан, Ротенбергсем Игнатьевран взятка илме пултарнинчен мĕн тĕлĕнмелли пур? Ротенбергсем яланах спорт
Миша Игнатьев Ротенберг кăмăлне чăваш шупăрĕпе тата ... укçапа çавăрать пулас пулать. Игнатьевăн хăйĕн, паллах, ун чухлĕ укçа çук. Никам та Игнтаьева ун чухлĕ укçа парас çук. Пĕртен-пĕр çул - çав укçана пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн халăран пуçтарĕç.Çавна пула ĕç укçи чаксах пырĕ, электричествăшăн, газшăн, çĕршĕн, çуртшăн, çулшăн, хваттершĕн тата ытти тÿлев, тавар, тара илÿ хакĕ, паспортшăн, пурлăха регистрациленĕшĕн, нотариусшăн, судшăн, правашăн тÿлевсем, çул çинчи штрафсем ÿссех пырĕç.Вĕсен республикăра юлакан пайне вăрлама вара чиновниксем ытлаван пĕлеççĕ теççĕ…
– кĕрешÿ - таврашĕнче пулнă. Дзюдо, самбо, карате вара яланах мафипе “туслă” иккенне такам та пĕлет. Путинпа та вĕсем спорта пула туслашса кайнă. Аркадий Романович Ротенберг Ленинградра 1951 çулта çуралнă. Малтан акробата вĕреннĕ. 1964 çулта Владимир Путинпа пĕрле самбона, дзюдона çÿреме пуçланă. Кайран çав енĕпе тренерта ĕçленĕ. Физкультура енĕпе университет пĕтернĕ. Путин Санкт-Петербург мэрийĕнче ĕçленĕ чухне Путина тренировкă тутарнă. Путин 1998 çулта “Явара-Нева” дзюдо клубĕ уçма сĕннĕ, Аркадий Ро-
тенберг генеральнăй директор пулса тăнă. 1991 çулта Аркадий Ротенберг тĕрлĕ кĕрешÿ ăмăртăвĕсем йĕркелекен кооператив тунă.1991 çултах ун «Балтийские бизнес-партнеры» акционерсен хупă обществинче 10 процент пулнă. 1993 çулта – “Фирма Грант” директорĕ, 1995 çулта «Охранное предприятие „Шилд“ ООО, «РКК» ООО, 1997 çулта «Международный информационноаналитический центр» туса хунă. Азартлă вăйă, гостиница, ресторан бизнесĕнчи “Талион” фирмăра ĕçленĕ, «Северный морской путь», Пушкăртстанри «Инвесткапитал» банксене, «Волгограднефтемаш» (нефтьпе газ оборудованийĕ), «Ленгазспецстрой», «Спецгазремстрой», «Краснодаргазстрой» и «Волгогаз» строительство фирмисене, «Северный европейский трубный проект» компание, «Минудобрения» ОАО туяннă, «Стройгазмонтаж», «СМП-страхование» никĕсленĕ тата ытти те тата ытти те – каласа пĕтерме те çук. Предпринимательсем лайăх пĕлеççĕ – фирма уçма пулать. Анчах кам заказ парать, кам туянать? Ротенбергсен ку енĕпе чăрмав çук. Ак, 2008 çулта Европăна газ сутакан Nord Stream (“Северный поток”) газ çулĕн Грязовец—Выборг юппине тума заказ илеççĕ.2009 çулта– Джубга – Лазаревское Сочи газ çулĕ. Кайран Сахалин – Хабаровск - Владивосток газ çулĕ…2009 çулта РФ Оборона министерствинчен 225 пин тăваткал метр çурт лартма заказ илнĕ. «Ведомости» хаçат шучĕпе, Д. А. Медведев, хăй президент чухне, Ротенбергсен «Мостотрест» фирмине Мускавра çул тума вуншар миллиард тенкĕлĕх заказ конкурссăрах илме пулăшнă. «Forbes» журнал шучĕпе, 2013 çулччен Аркадий Ротенберг фирмисем патшалăхран 1 триллион ытла тенкĕлĕх заказ илнĕ! Аркадий Ротенбергăн пĕр тăванĕ Борис та çак ушкăнрах. Вăл 1957 çулта çуралнă, пиччĕшĕпе тата Владимир Путинпа пĕрле 1968 çултанпа Вĕçĕ 3 -мĕш стр.
ПУТИН, ТУРĂ ПУЛ, ÇĂЛ ПИРЕ ИГНАТЬЕВРАН!
#2 (02) 2015 ç.
САМАНА
КОРРУПЦИ
ИК ИГНАТЬЕВ ПĔР ТĂВАН…
2014 çулхи апрельте «Чăвашавтодор» гендиректорĕ пулнă Александр Волкова 900 пин тенкĕ штраф парса 3 çуллăха кирпĕч шутлама ячĕç. Ăна ун чухне федерацин М-7 трассине юсанă чухне 43 миллион (!) тенкĕ йăкăртнăшăн айăпларĕç. Вăт пурнăç пулса кайрĕ - мĕн чуль нумайрах вăрлан, çавăн чуль сахалрах лартаççĕ. Ахальтен-им республика пуçлăхĕ Игнатьев та Волковпа яланах ваç-ваç пулнă теççĕ…тĕрмене лекиччен. Çак вăрă ĕçне тĕпченĕ чух интереслĕ нумай япала сикесике тухнă. Калăпăр следстви пынă вăхатра «Чăвашавтодор» тĕп бухгалтерĕн Сергей Семеновăн виллине тупнă килĕнче, такам ун карланкине касса татнă. Халăх ытла пĕлсех кайманни пирки тата. «Чăвашавтодор» Пуç-шĕ 2 -мĕш стр. кĕрешет. Раççейри дзюдо федерацийĕн вице-президенчĕ. Тĕлĕнмелле пулин те, нихçан та кĕрешсе курман Михаил Игнатьев та çак федерацире попечительсен канашĕн членĕ! Анчах Ротенбергсене Чăваш Енпе тачă çыхăнтараканни – урăххи. Спирт тата шурă эрех. Çапла!Çаплах! Ротенбергсем спортсменсем çеç мар, вĕсем – паллă спиртсменсем те! Ротенбергсен Раççейри спирт производствинчи витĕмне ансат ăнлантарса пама питĕ йывăр: Ротенбергсен аллинче темле фирмăсем пур, фирма аллинче темле фирмăн акцийĕсем пур, лешсем вара тата такамсемпе çыхăннă, юлашкинчен çакă патшалăх малтан ФГУП, кайран ОАО тунă “Росспиртпромра” хуçаланма май парать иккен тата ытти те. Владимир Викторов журналист “Путин, “Путинка” и Ротенберги, или Кто спаивает Россию” статьяра (http://www. sarov.net/f/politics/?t=940)çакна аван уçса панă. Чи сахалтан
предприятире пысăках мар должноçра ĕçлекен Александр Игнатьева пуçлăхсем шутсăр хисепленĕ. Тата мĕнле хисеплемĕн-ха… Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тăван пиччĕшне! Хăй вăхăтĕнче Александр Игнатьев çынна хĕнесе сусăрлатнăшăн 6 çуллăха тĕрмере ларса тухнă теççĕ. «Чăвашавтодорта» вăл строительство техникине страхлас енĕпе тăрăшнă тата пĕр вăхăтрах «Уралсиб» компанире страховой агентра та ĕçленĕ. Çынни ахаль-махальскер пулманран ĕнтĕ предприятин техникине ытларах чухне шăпах Александр Игнатьев ĕçлекен «Уралсибра» страхланă. А мĕн, начар-им? 2013 çулта, калăпăр, республика пуçлăхĕн пиччĕшĕ «Чăвашавтодорта» 428 пин тенкĕ ĕç укçи илнĕ тата «Уралсибра» та ăна 390
пин парса хавхалантарнă. Мĕн тумăн ĕнтĕ тăван пиччешĕн, çапла вĕт, Михаил Васильевич! Хура пулсан та хамăнах-çке. Çавнашкал укçаллă вырăна республика пуçлăхĕн çывăх тăванне ĕçе вырнаçтарас тесе тен хăш-пĕр начальник черете тăма та пултарĕ. Пĕлсе пĕтер вĕсене… Патшалăх Канашĕн пĕр сессийĕнче Андрей Кулагин депутат Михаил Игнатьевран «мĕнле-ха вара эсир, юлташăра - Александр Волкова, çавнашкал пысăк укçа çаратакана, «Чăвашавтодор» гендиректорне лартнă?» тесе тÿрремĕнех ыйтнăччĕ. Лешĕ вара ним пулман пекех «вăл ман тус пулман нихçан та, çапла каласа ман ята янăшăн сире сута пама та пултарап» тенĕ. Вăт юлташ те вара çавăн хыççăн çавнашкаллисене. Анчах та фактсем суйма памаççĕ. Шăпах Игнатьев влаçа килсен республикăра çул тунă çĕрте чи укçаллă заказсем никама та мар - «Чăвашавтодора» лекме пуçланă. Сăмах май, 2012 çулта предприятири уява пырсан Михаил Васильевич «Чăвашавтодор» ĕçченĕсене саламласа парнесем панăччĕ, çав шутра пиччĕшне те – Александр Васильевича та. Вăт çапла вăл - коррупципе кĕрешекен пирĕн маттур çыннăмăр - Михаил Игнатьев. Р.ХАМРОЕВ
3
ХАÇАТСЕНЧЕ ÇЫРМАН, ТЕЛЕВИДЕНИПЕ КĂТАРТМАН, РАДИОПА КАЛАМАН МИХАИЛ ИГНАТЬЕВĂН ЧĂН-ЧĂН «ÇИТĔНĔВĔСЕМ» Кăçалхи çур çулта Чăваш Республикинче промышленноçри кăтартусем 11,4% чакнă. Начар енĕпе эпир федерацин Атăлçи округĕнче чи малта пыратпăр. Пĕлтĕрхи декабрьтех Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концернти лару-тăрăва йĕркелесе яма сăмах панăччĕ те пулмарĕ. Шупашкарти «Промтрактор», агрегат завочĕн тата Канашри «Промтрактор-Вагон» рабочийĕсем – 3 пин çын ытла – май уйăхĕнченпех ĕçсĕр лараççĕ. Транспорт хатĕрĕсем туса кăларасси кăçал Раççейре 18 % чакнă пулсан, Чăвашра вара - 2 хут! Çĕршывăн металлурги отраслĕнчи кăтартăвĕсем 6%, пирĕн республикăра 30% анса ларнă! Акă вĕсем – хаçатсенче çырман, телевиденипе кăтартман, радиопа каламан Михаил Игнатьевăн чăн-чăн «çитĕнĕвĕсем»! Çав вăхăтрах пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсенче ĕçпуç аптрамасть пырать: Мордовире иртнĕ май уйăхĕнчен промышленноç ураланма пуçланă (ÿсĕм 3,4%), Мари Элта ÿсĕм 27% таранах. Сăмах май, марисем чăх какайĕ туса илессипе Чăваш Енрен 3 хут иртсе кайнă. М.ВАСНЯЦКИЙ
СПИРТСМЕНСЕМ
та çакă паллă: ликерпа водка кăларакан чылай заводра Ротенбергсен представителĕсем пур. Шупашкарта та çавах. Çавăнпа Шупашкарти ликерпа водка заводне Чăваш Республикинчи Самбо федерацийĕн пуçлăхĕ Евгений Селиванов ертсе пырать теççĕ (интернетра нимле уçă хыпар та çук). Çавăнтах ЧР спортри эксминистрĕ Анатолий Николаев ĕçлет. Вăт спиртсменсем-тĕк спиртсменсем! СУЯ “ДЗЮДОИСТ” ЛАЙĂХ ГЛАВА ПУЛАЙМАСТЬ Çак сас-хурана шанма та йывăр. Çапах шанма хистекен иккĕленÿллĕ япала та нумай. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Раççейри дзюдо федерацийĕнче епле попечитель пулаять-ха? Ун укçи çук. Апла, республика шучĕпе пулăшать. Пĕр тĕслĕх: литература çулталăкĕнче Шупашкарти Ухсай культура керменĕ… Сам-
бо керменĕ пулса тăчĕ!Евгений Селиванов офисĕ те унтах. Ухсай керменне самбистсене сутса янă-им вара? Мĕншĕн пуян Ротенбергсем Шупашкарта Самбо керменĕ туса лартмаççĕ? Мĕншĕн янтă культура керменне туртса илеççĕ? Сутма та вĕсене Ухсай керменне йÿнĕпе сутма пултарнă. Ав, “Детский мир” лавккана 3 пÿлĕмлĕ хваттер хакĕпе сутса янă тесе çыраççĕ интернетра. Селивановсем те унтан хаклăрах туянас çук-ха. ЧР спорт министерствинче Самбо стендне туса хунă! Ытти спортсен стенд çук. Чăваш наци кĕрешĕвĕн стенд та, штатри тренер та çук. Улатăр вырăсĕ Евгений Селиванов Чăваш Республикин Пуçлăхне М. Игнатьев чăваша хăй патне чĕнсе илет тесе шутлама май пур – халăхра çапла сас-хура. Леш вара алла хăнăхтарнă йыт çурилле чупса каять тет… Николай Федоров пекки пулсан чупсах каяс çукчĕ-ха та.
Анчах халăха тата унтан тин хăйне хисеплекене Чăваш Республикин Пуçлăхне лартмаççĕ çав. Евгений Селиванов Ротенбергсен Шупашкарти представителĕ. Ротенбергсем ăна юбилей ячĕпе 4 миллион тенкĕ тăракан джип парнеленĕ тет. 1 миллиард тенкĕ сĕтев (взятка) турттараканшăн 4 миллион тенкĕ шел мар ĕнтĕ. Халь вара Евгений Селиванов сĕннипе Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхне лартаççĕ имĕш. Аплах пулсан, суйлав ирттерсе мĕншĕн 1 миллиард тенкĕ укçа тăкакламалла? Кун пекех пулсан, 1 миллиард тенкĕ укçа та шывпа юхса каять, Чăваш Республикин Пуçлăхне халăх суйлать тени çапла вара суя япала çеç пулса юлать… Нивушлĕ халăх шăпине спиртсменсем татса параççĕ? Е çав усал шĕвеке ĕçе-ĕçе, халăхăн тăнĕ те юлман-ши? П.КРАСНОВ.
ПУТИН, ТУРĂ ПУЛ, ÇĂЛ ПИРЕ ИГНАТЬЕВРАН!
4
САМАНА
ИГНАТЬЕВ МĂШКĂЛĔ
ПĔЧĔКРЕХ ПУÇЛĂХСЕМ М.ИГНАТЬЕВРАН ТĔСЛĔХ ИЛЕÇÇĔ Халăх çак сăмаха чиновниксем пирки каланă ахăр: хитре пурăнма чараймăн. Кашни кĕтесре ют çĕршывсене сурса вăрçакан тата халăх нушисемшĕн Запад тата Америка айăплă тесе вĕслетекен кашни пĕчĕк чиновник та пулин иномарка туянасшăн! Анчах çакна та лайăх пĕлес пулать: кашни пĕчĕк чиновник аслăраххисен попугайĕ. Иномаркăсем енĕпе те пĕчĕк пуçлăхсем М.Игнатьевран тĕслĕх илеççĕ. Чухăн, дотаципе пурăнакан –урăхла каласан, кивçенле пурăнакан республика ертÿçин мĕншĕн иртĕнмелле? М.Игнатьев вара 2012 çултах “Фольсваген-Фаэтон” автомашина туянса янă! Миçе тенкĕ тăнине пĕлетĕр-и? 4 миллион та 300 пин тенкĕ! Пĕр-пĕр ырхан кута турттарма ытла та шел.
Çитменнине, пĕрре çеç мар, икĕ “Фольсваген-Фаэтон” таран туяннă! Халь чиновниксем пушшех халăха перекетлĕ пурăнмалли çинчен асилтерсех тăраççĕ. Хăйсем вара? 2015 çул пуçламăшĕнче М.Игнатьев правительство чиновникĕсем валли “Тойота Камри” пилĕк автомашина туяннă! Кашни 1 миллион та 156 пин тенкĕ тăрать! Халĕ ĕнтĕ сирĕн пата чиновниксем суйлавра М.Игнатьевшăн сасăлама ÿкĕтлеме е хăратма А021АА, А023АА, А043АА, А055АА, А057АА “Тойота Камри” автомашинăсемпе ытла та хăтлăн пыма пултараççĕ. Чухăн халăх хăраса ÿкесси каламасăрах паллă. Çывхаракан суйлав ячĕпе сана, хура халăх!
#2 (02) 2015 ç.
ЧĂВАШ ШКУЛĔН ТАСА ЯТНЕ ВАРАЛАКАН
Йăлкăшакан Янăш шкулĕ...
В.АНДРЕЕВА.
ШĂПАНА-ВĂРĂ КОМАНДИ ПИТĔ ХУНАСА КАЙРĔ ЧĂВАШРА
Интернетра РФ Президенчĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирки кăларнă Указне хак параççĕ (http:// pravdapfo.ru) - Тавах, В.В.Путина! Ман шутпа, «Единая Россия» партирен чи юрăхсăр кандидатурăна сĕнсе, пире, чăвашсене, Республика Пуçлăхне йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă çынна суйласа илме хамăра сĕнет Президент. «Улпут килет те пĕтĕмпех татса парать» формулăпа çитет пурăнса. Кирлĕ мар пире Игнатьев урăх! -Халăх, калар-ха мана! Путин мĕншĕн ытти облаç-республика пуçлăхĕсене отставкăна янă чух вĕсене хăй патне чĕнсе илсех йышăнчĕ, Игнатьева вара çук? Çав териех шанса каймасть пулĕ вара вăл ăна. Путин та шанмасть пулсан мĕн тума суйламалла вара халăхăн çав Игнатьева? - Ай маттурсем !!!! Çемьене мĕнле тăрантарса пурăнмалла вара малашне аплах пулсан????!!!!!Тĕрĕссипе маншăн пулсан кирек кам та çавах!!!Чи кирли пурнăçа йĕркелесе яраканни пултăр! Анчах Игнатьева иккĕмĕш хут лартсан халăх пĕтĕмпех чухăна тухĕ, ун чух МЧСăн шурă конвойĕсене Украинăна мар, Чăваш Республикине ямалла пулĕ вара. - Чăваш халăхĕн пуç пур-и? Кам та кам малашне те çак мăшкăла чăтса пурăнас тет пулсан Мишшашăн сасăлатăр. Пирĕн -демократи! Çавăнпа та пĕтĕм халăх хирĕç тăрсан начальниксем суйлавра улталаймаççĕ. Игнатьева суйлаттармастпăрах, хамăртан мăшкаллаттармастпăрах! - Игнатьева нихăçан та текех пирĕн халăхран кулса пурăнма памастпăрах! Пире вăл кирлĕ мар! Эпир ăна хисеплеместпĕр! - Тăмсайсем, эсир нимĕн те ăнланман. Савăнăр, ăна кăларнă вĕт.
Телевизорпа кăтартрĕç-çке – ĕçрен хăтарнă –ĕçĕ те пĕтнĕ! Путин та ун çумĕнче ларса намăс курас темерĕ, çавăнпа та тĕл пуласшăн пулмарĕ Игнатьевпа. Путинпа Игнатьев тĕл пулнă тесе улталаса хаçатсенче кивĕ фотоÿкерчĕк пичетлекенсене вара намăс! - Мĕнпе –ха эпĕ кăмăлсăр? Ĕç укçи пĕчĕк, пиртен чурасем туса хучĕç. Тĕрес калатăп вĕт? Предприятисем пурте тупăш çук теççĕ, çÿлтен лартнă предприяти хуçисем вăрттăн вăрлама вĕренсе çитрĕç, хăрамасăрах пирĕн укçасене хăйсен депозитпа кредит счĕсем çине куçараççĕ. Пăхатăн та телевизор - пуçлăхсем кăна ĕçлеççĕ иккен пирĕн, мĕскĕн рабочи класс вара «эс мана çарататăн-çке» тесе сăмах чĕнме те хăяймасть. Шăпана-вăрă команди питĕ хунаса кайрĕ Чăвашра. Путинăн вĕсене валли тĕрмесенче камерăсем те çитереймесрен хăратăп. Мĕнле пурăнăпăр малашне, юлташсем? - Игнатьев мĕнпе «мухтанма» пултарать? Çакăнпа кăна: 1. Экономика юхăнать – пĕтĕм отрасль ишĕлет. 2. Правительство сăмахпа анчах пĕчĕк бизнеса пулăшать. 3. Чи пĕчĕк ĕç укçи Раççейĕпе те - кунта. 4. Бюджетăн тупăш пайĕ çулсерен чакса пырать – бизнес пăчланса пынăран, ытти нумай сăлтава пула та. 5. Налук тÿлемесĕр нумай çул ахăрса пурăнакансем питĕ канлĕ туяççĕ хăйсене – ăçта уголовлă ĕçсем? 6. Пĕчĕк бизнеса пĕрмай тĕрĕсленипе тĕп тăваççĕ. Налук тÿлевĕсене пĕчĕклетсе пăх-ха – тĕрĕслĕх тупса пĕтерейместĕн кайран. 7. Юлашки 20 çулта халăх йышĕ республикăра 8 % чакрĕ, Раççейре – 3%. Тата тепĕр 5 çуллăха Игнатьева Пуçлăха суйласан - пĕтрĕмĕр тесе каласси çеç юлать. Ниçта йĕркеллĕ ĕçлесси те пулмĕ! Апла пулсан тата мĕн тума пурăнмалла тет вара кунта малашне?
тата ишĕлекен Карачура шкулĕ Нумай çул çирĕп пĕлÿ шкулсăр пуçне тата 2 баспарса пин-пин çамрăка аслă сейн, спортзал, столовăй, çул çине кăларнă чăваш теплица туса панă. шкулĕн таса ятне варалаМăнтăр чирĕ ернĕ пуль кансем тупăннă. Çакна эксИгнатьева? пертсем Михаил Игнатьев Республика пуçлăхĕ ячĕпе çыхăнтараççĕ. çапла майпа хăй çуралнă 21 ĕмĕрте пурăнатпăр тăрăхра ун ятне манса ан текелетпĕр, апла пулсан кайччăр тесе бюджетран та республикăра паян та 300 миллион тенкĕ хăйпăтса çĕтĕк-çатăк шкулсенче республикăри юхăнса ларавĕренекенсем пайтах. Ан- кан нумай шкула нимсĕрчах та çав нушаллă ачамĕнсĕр хăварнă. Тĕслĕх сене пулăшас вырăнне вырăнне инçе каймалла Тăманакасси чăвашĕ Михамар. Шупашкар районĕнчи ил Игнатьев хăй çуралнă Карачура шкулне вĕренме тăрăхра кермен пек шкул юрăхсăр тесе 10 çул каялтуса лартнă. лах йышăннă. Никĕсĕ çĕрнĕ, Раççей Шутлав пала- çурт тайăлсах аннă. Электротин аудиторĕсем килсе пралуксем кивелнипе паянтĕрĕсленĕ те пĕççисене ыран пушар тухас хăрушлăх шарт! çапнă. Шупашкар пур. Спортзал та, столовăй районĕнчи Янăш ялĕнчи та çук мĕскĕнсен. 2003 çулта 38(!) ача валли акăш-макăш Карачурара çĕнĕ шкул тума çĕнĕ шкул çĕкленине курсан тытăннă пулнă, никĕсне кучĕсем çине кайсах ларнă. хывнă та укçа çуккипе ĕç Ара, 90 ача çÿремелĕх чарăнса ларнă. Халĕ ачачип-чипер шкул çуртне ахаль семпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те çуррине кăна аран-аран çав укçа ăçта кайнине питĕ тултараççĕ пулин те татах лайăх пĕлеççĕ. Янăша! çĕннине хăпартса лартнă. Янăшри 38 ача валли çĕнĕ В.ГРАЧЕВ «САМАНА» Учредитель тата издатель: Э. В. Мочалов Тĕп редактор: Э. В. Мочалов РФ «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, Роскомнадзорта регистрациленмен. 2015 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пичете панă
Редакци адресĕ: 429537, Парк ур. 1-мĕш çурт, Ярапайкасси ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш Республики Телефон: 89063803776 e-mail: yarabay@inbox.ru Тираж: 999 экз. № заказа Типографи: 607511, ООО «Сергачская типография», Нижегородская обл., г. Сергач, пос. Юбилейный, д. 13 а, Россия, Хакĕ: тÿлевсĕр (16+)